Чăваш журналисчĕсен ХХ съезчĕ иртрĕ

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче калем ăстисем, телерадиожурналистсем Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн XХ съездне пухăнчĕç.Чăваш наци конгресĕнчен çак яваплă форума тăватă пайташ хутшăнчĕ: вице-президент, Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров, пресс-служба ертÿçи Зоя Яковлева, Президиум пайташĕ Михаил Краснов тата Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров.Малтанах делегатсем пĕрлĕхĕн председателĕн Валерий Комиссаровăн анлă докладне итлерĕç, сутсе яврĕç.Валерий Петрович иртнĕ съездранпа тунă çитĕнÿсене…