Кăçал Раççей шайĕнчи «Кĕмĕл сасă» фестиваль ака уйăхĕнче иртĕ

Чăваш наци конгресĕ республикăри культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн Министерстви пулăшнипе кашни çул йĕркелекен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурса кăçал ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирттерме йышăнчĕ. Çакăн пирки пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче палӑртрӗҫ.Пĕлтĕр коронавирус амакне пула паллă фестивале кĕркунне кăна ирттерме май килчĕ. Ун чух мероприятие куракансемсĕр йĕркелемелле пулчĕ пулсан та, вăл ăнăçлă, çÿллĕ…

Ҫӗпрелсем Чăваш кино уявне йӗркелерӗҫ

Ют ҫӗршывран килнӗ чаплӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Культура керменӗнче Тутарстанра Чӑваш кино кунӗсене ирттерекен делегацине. Виҫӗ халӑх представителӗсем шупашкарсемпе хусансене ҫӑкӑр-тӑвар астивтернӗ хыҫҫӑн вӗр-ҫӗнӗ чӑваш костюмӗсем тӑхӑннӑ культура ӗҫченӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Фойере районти чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ курав та йӗркеленӗ. Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи паллӑ чӑвашсем, ялсем ҫинчен тухнӑ кӗнекесен шучӗ уйрӑм курав тумалӑх пур.…