Чи ӑшӑ сӑмахсем, чи хитре чечексем сире валли -хӗрарӑмсем!

Çуркуннехи чи илемлĕ кун — хĕрарăмсен уявĕ çитсе пырать. Çутçанталăкпа пĕрле çынсен те кăмăлĕсем хăпартланаççĕ, чун-чĕресем çунатланаççĕ.Чăваш наци конгресĕн чи черчен те хитре пайне, хастар хĕр-хĕрарăмсене паян, пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Николай Угаслов президент тата Ĕçтăвком председателĕ, вице-президент Анатолий Ухтияров Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламларĕç.

«САРПИ» ансамбль 20 çул тултарать

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пушкăртстанри Çтерлĕ хулинчи «САРПИ» чăваш эстрадипе фольклор ансамблĕ хăйĕн 20 çулхи çавра çулне паллă тăвать.Çак ятпа ушкăна тата ăна йĕркелекенсене ЧНК президенчĕ Николай Угаслов саламлать!

Шупашкарти Çeçпе́л Мишши музейе́нче «Ча́ваш çырула́х пала́ке́сен авторе́сем» #поэзикаçĕ иртре́.

Музей ертÿçи, ЧНК «Чӑваш херарӑмӗ» комитет пайташӗ Антонина Андреева ча́ваш писателе́сен са́н у́керче́ке́сен электрон куравне ка́тартре́. Кашни çыравçа́ ча́ваш литературинче ме́нле хайлавсемпе пала́рни çинчен ке́скен каласа паче́. Раиса Сарпипе Лидия Сарине ча́ваш çыравçисем, Лидия Кузьминапа Светлана Пафнутьева ча́ваш че́лхине ве́рентекенсем тата поэзи клубе́н пайташе́ Лидия Ильдеркова ку те́нчерен уйра́лса кайна́ ча́ваш çыравçисене ыра́па аса́нчĕç. Раиса…