ĂШĂ ТĔЛ ПУЛУ

Пуш уйăхĕн вун виççĕмĕшĕнче Тăвай районĕн Енĕш Нăрваш шкулĕнче вырăнти семинар иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Енĕш Нăрваш шкул администрацийĕ тата Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ пулчĕç. Семинара Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ ертÿçисем Г.Л. Никифоровпа Ю.Е. Анисимова килсе çитрĕç. Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасене чăваш тумĕ тăхăннă шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ачасем хăнасене ыр сунса ăшшăн…