Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн ларăвĕнче «Кĕмĕл сасă» фестивале йĕркелесси тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕç

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ Президиум ларăвĕнче чылай ыйтăва уçăмлатма май килчĕ.Ларăва яланхиллех конгресс президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе ертсе пычĕ.Чи малтанах Чăваш наци конгресĕн XVIII-мĕш Мăн Канашне хатĕрленсе ирттересси пирки калаçрĕç. Çулталăкра пĕрре иртекен çак яваплă мероприятие кăçал çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче йĕркелес тесе йышăнчĕç, йĕркелÿ комитетне çирĕплетрĕç. Мăн Канаша хатĕрленсе ирттерес ыйтусене вăхăтра татса памаллине палăртрĕç.ЧНК…

ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров Патăрьелĕнче иртнĕ ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă

Анатолий Ильич Ухтияров вице-президент республикăри Общество палатин ертÿçин пĕрремĕш çумĕ пулнă май пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра «Çитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫре ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен пӗлтерӗшӗ: опыт, проблемӑсем тата вĕсене татса парасси» темăпа иртнĕ ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă, тухса калаçнă. Мероприятие Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен управленийĕ йĕркеленĕ. Унта Мускавран, Тутарстантан, хамăр республикăран чиновниксем, вĕрентекенсем, чиркÿ…