ĂСТАЛĂХĔ ТЕ, ПУЛТАРУЛĂХĔ ТЕ ПУЛЧĔ

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин Ю.А. Гагарин ячĕллĕ библиотекăра «Тăван хуламăр Çĕнĕ Шупашкар» проектпа килĕшÿллĕн, С.В. Асаматăн «Хĕрарăм чĕри» кĕнекери куçару сăввисем тăрăх «Асамат вулавĕсем – 2021» хула шайĕнче сăвва пăхмасăр илемлĕ калакансен пултарулăх ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Çĕнĕ Шупашкар хулин вĕренÿ центрĕпе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕ тата Ю.А. Гагарин ячĕллĕ библиотека…