Халăха хисеплекен яланах телейлě

Çапла ят панă авторсем фильма. Çĕнĕ ĕçе чăваш халăхĕн маттур та мухтавлă ывăлне, пирĕнтен нумаях пулмасть яланлăхах уйрăлса кайнă Лев Пантелеймонович Кураков академика, ăсчаха, экономиста, Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблеин председателĕ пулнă патшалăх тата общество ĕçĕн паллă деятельне халалланă.  Фильм авторĕ — ГТРК «Чувашия» тата Чăвашкинора тăрăшакан журналист Алексей Енейкин. Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Халăхсен Туслăхĕн çуртĕнче…