Ӑсталӑх урокӗ иртрӗ

Чӑваш наци конгресӗн ал-ӗҫ ӑстисен ассоциациӗн пайташӗ Любовь Степановна Вазюкова тӗрӗҫӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти С.Маршак ячӗллӗ вулавӑшра тӗрлессипе ӑсталӑх урокӗ ирттерчӗ.Урока тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Любовь Степановна тимлӗн, кашниех ӑнланмалла чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне ӑнлантарчӗ, кашни ҫӗвве мӗнле тӗрлемеллине кӑтартса каласа пачӗ.Хӗрарӑмсем ҫакнашкал «улахсене» час-часах ирттерме ыйтрӗҫ.

Красноярск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕ 4-мĕш Аслă Пуху ирттерет

1991-мĕш çулта йĕркеленнĕ Çĕпĕрти чăвашсен çак пĕрлĕхĕ кăçал вăтăр çул тултарчĕ.Красноярск тăрăхĕнчи ентешсене пĕрлештерсе тăван культурăна, чĕлхене сыхласа аталантарасси, Чăваш Енпе тачă çыхăну тытса малалла аталанасси, ытти халăх çыннисемпе туслă пурăнса хамăр культурăпа йăла-йĕркене анлă кăтартса сарасси, Çĕпĕрте пурăнакан йăхташăмăрсем çинчен информаци пуçтарасси– çакă тата ытти тĕллевсене пурнăçласа малалла утать ку организаци.Енисей тăрăхне чăвашсем историллĕ тĕрлĕ…