Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов ертсе пыракан делегаци Крым Республикинче

Николай Федорович Угасловпа пӗрле Крыма Валерий Клементьев вице-президент, конгресс Ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Павел Вязов тата паллӑ скульптор Владимир Нагорнов кайнӑ.Пирӗн делегацие унта Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата ЧНК Крымпа Севастопольти элчи Андрей Яковлев кӗтсе илнӗ.Ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Крымпа Севастопольти чӑваш организацисене Анатолий Аксаков баян парнеленӗ. Ку вӑл пултарулӑх ансамблӗсем валли питӗ кирлӗ…