Паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн делегацийӗн Крымри тӗлпулӑвӗсем малалла тӑсӑлнӑ

Аса илтеретпӗр, конгресс президенчӗпе Николай Угасловпа пӗрле Валерий Клементьев вице-президент, ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ Павел Вязов, Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи, паллӑ скульптор Владимир Нагорнов ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе Крымпа Севастопольте.Паян вӗсем Севастопольти Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ вырӑнсене ҫитсе паллашнӑ. Вӗсемпе пӗрле Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн пулӑшаканӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов та пӗрле пулнӑ.Чи малтанах…