Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Питӗрти чӑвашсене савӑнтарнӑ
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Питӗр хулинчи ентешсем йыхравланипе Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Шупашкар саламӗ» программӑпа Нева хӗрринчи хулари чӑвашсене савӑнтарнӑ.Хамӑрӑн юрӑ-ташша профессиллӗ ансамбль чӑннипех те ҫӳллӗ шайра кӑтартма пултарнине Питӗрте тӗпленсе пурӑнакан ентешсем тепӗр хут курса тӗлӗннӗ, артистсене чунтан савӑнса кӗтсе илнӗ, чылайччен алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.