Çи-пуçăн та пĕлтерĕшĕ пур

Чăвашсем тĕнчери чи авалхи халăхсенчен пĕри пулнине пирĕн кăк-тымарсем тĕрлĕ нацисеннипе çыхăнниех палăртать. Çакнах культура, йăла-йĕрке пуянлăхĕ те çирĕплетет. Чăваш тĕррине кăна илер — мĕн тĕрлĕ вăрттăнлăх упранмасть-ши халăхăн çыруллă ӳнерĕнче? Çи-пуç та пуян йăхташăмăрсен. Шел, çулсем иртнĕ май кашни япалан пĕлтерĕшне уяса та пымастпăр. Хĕр-хĕрарăм туприне тишкерес тĕк хĕрачан, пĕве кĕнĕ хĕрĕн, арăм ятне…