Ачалăх тĕнчипе туслă çыравçă

Чăваш профессиллĕ çыравçисен пĕрлĕхĕн, ЧНК президиумĕн пайташĕ Михаил Краснов (Ара Мишши) — Чăваш Енри писательсенчен çĕнĕ ят. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн алла калем тытнăскер, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Хайĕн хайлавĕсене вăл икĕ патшалăх чĕлхипе те пичетлет. Писатель ачасем валли çырма кăмăллать. Чăвашлăха, атте-анне чĕлхине, тăван халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварасси, ачалăхра çутă малашлăха ĕмĕтленни çинчен шăрçалать.…