Сургутри ентешсемпе онлайн ӑсталӑх урокӗ

Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ регионсенчи чӑваш наци культура автономийӗсенпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.Юлашки вӑхӑтра онлайн-ҫыхӑну мелӗпе ӑсталӑх урокӗсем ирттересси йӑлана кӗчӗ.Канмалли кунсенче те ахаль лармаҫҫӗ пирӗн пайташсем.Акӑ, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче комитет хастарӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн халӑх пултарулӑх кафедрин пуҫлӑхӗ Раиса Михайловна Васильева доцент Сургут хулинчи чӑвашсен «Туслӑх» наци культура автономийӗн ертӳҫине Татьяна Толстовӑна,…