Пултаруллă та хастар вӗрентекен!

Ҫак кунсенче Петрова Татьяна Николаевна хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăвать. Вăл 38 ҫул ĕнтĕ шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.Петрова Татьяна Николаевна ĕҫ биографине 1978-мĕш ҫултах пуҫланă. Тин шкул пĕтернĕскер, Вăрнар районĕнчи Кĕҫĕн Явăш вăтам шкулĕнче аслă вожатăй пулса пĕр ҫул ĕҫленĕ. Хăйĕн чун туртăмне тĕрĕсленĕ пуль. Йăнăшман ҫамрăк хĕр. Ачасемпе ĕҫлесси хăйĕн тур пани…