Шанăç паракан ятсем

14 Çу, 2021 Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ Иван Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа — 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнĕ ятпа регионсен шайĕнче «Çĕнĕ хум» литература конкурсĕ ирттерчĕ. ЧНК вĕренӳ комитечĕн председателĕ, жюри членĕ Геронтий Никифоров пĕлтернĕ тăрăх, çамрăк çыравçăсен пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутар республикисенчи тата Чĕмпĕр облаçĕнчи шкул ачисемпе…