Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ çĕртмен 24-мĕшĕнче иртӗ

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Правительство çуртĕнче Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Чăваш Енĕн паллă та пĕлтерĕшлĕ уявне çулленех сумлă ирттереттĕмĕр, унта республика çыннисемсĕр пуçне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем, республикăн ĕçлĕ партнерĕсем хутшăнатчĕç. Иртнĕ çул, паллă сăлтавсене пула, Республика кунне онлайн мелĕпе йĕркелеме тиврĕ. Кăçал вара, Роспотребнадзор ыйтакан условисене тĕплĕн шута…