Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн ларăвĕ

Воробьев композиторсен урамĕ, 10,Чăваш наци конгресĕн çурчĕ.2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕ,17.30 сехет Кун йĕрки. 1.Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвĕнче пăхса тухмалли тĕп ыйтусем çинчен.2.Раççей Патшалăх Думин наци ĕçĕсен Комитечĕн председателĕпе В.Г.Газзаевпа тĕл пулни çинчен информаци. Награда пама тăратнă материалсене пăхса тухасси. Тĕрлĕ ыйту. Чăваш наци конгресĕн Ĕçтăвкомĕ

«Вĕри юнлă» поэтăн Шупашкарти палăкĕ умĕнче уяв митингĕ иртрĕ

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕ чăваш литературине юратакансемшĕн пысăк уяв. Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 131 çул çитрĕ. К.В.Иванов ячĕ, сумĕ –вилĕмсĕр. Вăл чăваш литературине çуллĕ шая çĕкленĕ поэт. Унăн ячĕ мĕн пур тĕнчери халăх умĕнче чаплă, мухтавлă, ĕмĕрсен ĕмĕрĕнче пурăнакан ят.Çак шухăша вилĕмсĕр поэтăн Шупашкарти палăкĕ умне пуçтарăннисем те палăртрĕç.«Эпир Константин Иванова нихăçан та манмастпăр. Паянхи…

«Кĕмĕл тенкĕсен ялтравĕ» куравĕ уçăлать

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче 16 сехетре Чăваш тĕррин музейĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн тата халăх ăстинсен маçтăрĕн Зинаида Ивановна Вороновăн «Кĕмĕл тенкĕсен ялтравĕ» куравĕ уçăлать.Кунта З.И. Вороновăн нумай çул хушши хăй аллипе шăрçа-тенкĕрен пуçтарнă чăваш тумĕн капăрлăхĕсене курма пулать. Вĕсене вăл авалтан килекен йăлана пăхăнса ăсталанă. Çав вăхăтрах хăй те мĕн те пулсан çĕннине…