Çу уйăхĕн 29 -мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш Акатуйĕ кĕрлесе иртрĕ
Уява Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угасловпа конгресс хастарĕсем хутшăнчĕç.Акатуя пуçтарăннисене облаç кĕпĕрнаттăрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Русских, хула Пуçлăхĕ Сергей Панчин, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Владислав Третьяк, Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç.«Хаклă хăнасем! Акатуй вăл авалтан пыракан уяв. Эпир…