Зинаида Вороновăна çавра çулпа тата курав уçăлнă ятпа саламларĕç

Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн хастарӗ, конгресӑн ал-ӗҫ ӑстисен ассоциацийӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн халӑх пултарулӑх кафедрин доценчӗ Зинаида Ивановна Воронова 70 ҫул тултарчӗ.Ҫакна палӑртса Чӑваш тӗррин музейӗнче унӑн ӗҫӗсенчен тӑракан ятарлӑ курав уҫӑлчӗ.Кунта З.И. Вороновăн нумай çул хушши хăй аллипе шăрçа-тенкĕрен пуçтарнă чăваш тумĕн капăрлăхĕсене…

Гавриил Федоров ячĕллĕ фестивале пĕтĕмлетрĕмĕр

Халӑхӑн йӑли-йӗрки, юрри-ташши ӗмӗртен ӗмӗре куҫса пырать. Пурнӑҫ та шав малалла шӑвать, улшӑнать. Ҫавӑнпа та халӑх пуянлӑхне малалла аталантарас, упраса хӑварас тӗллевпе пуҫарса янӑ та ӗнтӗ Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ «Аваллаха упраса, малашлӑха ӗненсе» ятлӑ уҫӑ вулавӗсене (авторӗ Вера Архипова). Палӑртнӑ проектпа килӗштерсе Гаврил Федоров ячӗллĕ регионсем хушшинчи «Авалхи юрӑсен сасси» фестиваль кӑҫал тӑваттӑмӗш…

Президиумра Мӑн Канаш ларӑвне йӗркелесси пирки калаҫрӗҫ

Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.Тӗп ыйтусенчен пӗри- Мӑн Канаш ларӑвне йӗркелесе ирттересси пулчӗ. Конгресс президенчӗ Николай Угаслов кашни ҫул иртекен ларӑва кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 15.00 сехетре пуҫтарӑнасси пирки сасӑлама ыйтрӗ. Президиум пайташӗсем кунпа килӗшсе алӑ ҫӗклерӗҫ.Анчах та Николай Федорович Коронавирус чирӗнчен сыхланмалли майсене те манса каймалла маррине каларӗ. Зал…