Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртмелли лапамсене пăхса тухрĕç

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Республика Кунĕ, Чăваш Ен тĕп хулинче- Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен йăлана кĕнĕ Акатуйĕ иртмелле.Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствипе Чăваш наци конгресĕ уява тивĕçлĕ шайра ирттерес тесе хатĕрленÿ ĕçĕсене пуçланă та ĕнтĕ.Паян, çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Акатуйшăн яваплă ертÿçĕсем ЧНК президенчĕпе Николай Угасловпа пĕрле Амазони парка çитсе Акатуй иртмелли лапамсене пăхса…