Мăн Канаш ларăвне, Пĕтĕм чăвашсен Шупашкарти Акатуйне йĕркелесе ирттересси çинчен калаçрĕç

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн президиумĕн ларăвĕ иртрĕ. Тĕп ыйту паллах, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче конгресс Мăн Канашĕн ларăвне ирттересси пулчĕ. Регионсенчи Мăн Канаш пайташĕсене пурне те йыхрав хучĕсем ярса панă. Халĕ хуравĕсем киле пуçларĕç ĕнтĕ. Шел, ют çĕршывсенчи чăваш пĕрлĕхĕсен ертÿçисем чылайăшĕ коронавирус чирĕн хăрушлăхне пула килеймеççĕ. Беларуç çĕршывĕнчи чăваш автономийĕн ертÿçи Алексей Александров…