Петр Ивантаев асăну хăмине уçрĕç
Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен Канашĕн ертÿçин çумĕ пулнă патшалăх, политика тата общество паллă деятелĕн Петр Васильевич Ивантаевăн ырă ятне асăнса вăл пурăннă Шупашкарти Максим Горький урамĕнчи 36 çуртăн 2-мĕш копусĕ çинче асăну хăми уçрĕç.Петр Васильевич пирĕнтен уйрăлса кайни çулталăк çитет.…