Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕ тĕнчери хастар чăвашсене пуçтарчĕ

Йăлана кĕнĕ йĕркене пăсмасăр, ЧНК Уставĕпе килĕшÿллĕн çулталăкра пĕрре иртекен Мăн Канаш ларăвĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче пуçтарăнчĕ.Шупашкарти Туслăх Çуртне Раççей регионĕсенчи, Чăваш Ен районĕсенчи ЧНК уйрăмĕсен тата Шупашкар хулинчи Мăн Канаш пайташĕсем пуçтарăнчĕç. Унсăр пуçне ларăва чĕннĕ хаклă хăнасем те çитрĕç.Кăçал кăшăл вирус чирĕн хăрушлăхне пула ют çĕршывсенче пурăнакан Мăн Канаш пайташĕсем килме май тупаймарĕç.…