Чӗрӗ чечексем хучӗҫ

Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗ иртрӗ. Ҫак яваплӑ ларӑва пуҫтарӑннисем пирӗн Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хума хӑйсен икӗ пайташне явапларӗҫ. Ку чыса Тюмень тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн хастарӗ Ираида Маслова тата Чӗмпӗр ентешлӗхӗн ертӳҫи Александр Вражкин тивӗҫрӗҫ.