Ялти чǎваш хĕрарǎмĕсем — эткер пирĕштийĕсемпе тĕпел хуçисем

Чǎваш наци конгресĕ тǎван халǎхǎмǎрǎн эткерлĕхне упрассипе тĕллевлĕ ĕçлет тата çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе тĕнче шайĕнчи чǎвашсенеявǎçтарать. Ку енĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерет. Сǎмахран, «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе кǎçалхипе виççĕмĕш çул регионсем шайĕнче иртекен «Хĕрарǎм, санǎн умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурс та çакна çирĕплетет. Шǎпах çак кунсенче пуçаруллǎ та хастар комитет пайташĕсенчен йĕркеленĕ жюри конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрне…