Çамрăксене ытларах хутшăнтармалла

Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвне Республика кунĕ умĕн ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. ЧНКн Мăн Канашĕн 18-мĕш ларăвĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртрĕ. Ун ĕçне ЧР культура министрĕ Светлана Каликова та хутшăнчĕ. Светлана Анатольевна конгресс пурнăçлакан ĕçсене ырларĕ, вăл чăваш чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине сыхласа малалла аталантарас тĕлĕшпе ирттерекен мероприятисен пĕлтерĕшĕ…