«ЭП СИРĔНПЕ, ПИН-ПИН ЧǍВАШ!» КОНКУРС ВĔÇЛЕНЧĔ
Кăçал Раççейре халăх çыравне (перепись) ирттернĕ май Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕпе Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ çыравçăсен чăвашла хайлавĕсене илемлĕ вулакансен конкурсне регионсен шайĕнче ирттерчĕç. Кăшăл вирус алхаснине пула илемлĕ вуланине видеороликсе хатĕрлесе ярса пама ыйтрăмăр. Вĕсене курса ытти чăваш чунлă çынсем те хавхаланччăр, хăйсене çырав вăхăтĕнче тăван халăхран ан уйăрччăр тесе видеороликсене тӳрех…