Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫине Геннадий Иванович Храмова Ҫуралнӑ кунпа саламласа!

Хисеплӗ Геннадий Иванович!Эсир чуна парса тӑрӑшнипе, Енисей мӑнаҫлӑ шывӗ хӗрринче пурӑнакан ентешӗмӗрсем хамӑр культурӑна, йӑла-йӗркене, чӗлхене сыхланса упраҫҫӗ, аталантараҫҫӗ.Ку енӗпе мӗн чухлӗ мероприяти ирттеретӗр, чӑвашсене пӗрлештерсе туслӑ пурӑнма, ытти халӑх ҫыннисем умӗнче хамӑр культурӑна ҫӳллӗ шайра кӑтартма вӑй-хала шеллемесӗр тӑрӑшатӑр.Сире Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Президиум Ҫуралнӑ кунпа саламласа ҫирӗп сывлӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, яваплӑ…