Сургутри чăвашсен ертÿçи Шупашкарта

Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ хăни Ханти-Манси автономи округĕнчи регион шайĕнче ĕçлекен чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Татьяна Юрьевна Толстова пулчĕ.Татьяна Юрьевна вунă çула яхăн çак пысăк организацине ăнăçлă ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе Сургутри чăвашсем тулли те кăсăклă ĕçлесе пыраççĕ, хамăр халăх культурине унти ытти наци çыннисем умĕнче мăнаçлă та сумлă кăтартаççĕ.Татьяна Юрьевна…