Ҫавра ҫулпа саламлатпӑр!

Паян, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Пӗртӑван Малинасем» юрӑ ушкӑнӗн ертӳҫи, Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗ Ирина Евсеевна Угаслова-Малина хӑйӗн ҫавра юбилейне паллӑ тӑвать.Ирина Евсеевна Каҫал тӑрӑхӗнчи Хирти Выҫли ялӗнче йышлӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Хӑйӗн пурнӑҫне пӗтӗмпех чӑваш культурине аталантарас ӗҫе панӑ. Чылай хушӑ Шупашкарти «Нарспи» клубра тӑрӑшнӑ, 2001 ҫулта…