Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Самар хулинче «Халăхсен туслăх паркĕ» уçăлĕ

Çак кунсенче ку тăрăхри паллă вырăн пулмалли парка туса пĕтернĕпе пĕрех. Хальхи вăхăтра паркри наци çурчĕсене хăтлăх кĕртсе халăхсен йăли-йĕрки, культури çинчен каласа паракан экспонатсемпе пуянлатаççĕ. Экспонатсене Раççейĕн пур кĕтесĕсенчен те илсе килеççĕ.Ытти нацисен çурчĕсем хушшинче чăваш картишĕ, çурчĕ-йĕрĕ хăтлă курăнать. Чăваш килĕ, виçĕ пайран тăракан хапхи, çурта кĕмелле калитке, сăра вĕретмелли лаç, столяр мастерскойĕ…