Невапа Атăл юханшывĕсем «пĕрлешрĕç»
Паян, авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти хальхи вăхăтри ÿнер центрĕнче Питӗрте пурӑнакан тата Питӗр хулинчи ӳнер аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче вӗреннӗ художниксен ӗҫӗсен «Нева Атăл хĕрринче» ятлă куравӗ уҫӑлчĕ. Ку курав 2016 ҫулта Питӗрте иртнӗ «Нева хӗрринчи Атӑл ҫыранӗ» тата 2018 ҫулта ҫак хуларах йӗркеленӗ «Атӑл-Нева» выставкӑсен тӑсӑмӗ.Курава йĕркелесе ирттерес шухăша Питĕр хулинче пурăнакан Чăваш халăх художникĕ…