«Кӗркуннен асамлă ҫеммисем» перфоманс чăвашлăх уявӗ пулса тăчӗ

Салам сана, сап-сарӑ тумлӑ, Пуян та ҫутӑ кӗркунне! Кучченеҫпе сӗтел халь тулӑх, Савӑнтарать пире парне. Ямаш сӑвӑҫ ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисемпе пуҫланчӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш поэзийӗн, юрри-кӗввин уявӗ. «Кӗркуннен асамлӑ ҫеммисем» перфоманса ылтӑн тумлӑ кӗркуннене халалласа республикӑри тӗп библиотека пĕтĕм Раççейри «Культурная суббота» акципе килӗшӳллӗн иртеттерчӗ. Савӑнӑҫлӑ уява илем кӳрекенсем – чӑваш ҫыравҫисем, Чăваш патшалăх…

Чǎваш тĕнчин асамлǎ вǎйĕ таса çǎлкуç пек тапса тǎтǎр

Вǎл ĕмĕрсем иртсен те кашни чǎваш чĕринче, чунĕнче мǎнаçлǎх туйǎмĕ, ырǎ та çутǎ ĕмĕт шухǎшсем вǎраттǎр, тĕнчери чǎвашсене пĕр çĕре пуçтарǎнса улǎпла утǎмсемпе малалла утма хавхалантартǎр, аки-сухипе атте-аннене асра тытма вǎй-хǎват патǎр. Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕ шǎпах çак сǎмахсене ǎша хывса ĕçлекен хастар хĕрарǎмсене пĕрлештерет. Кашниех чǎвашлǎха упрас ĕçе çĕнĕ варкǎш кĕртме тǎрǎшать.…