ПОЭТ ЯЧĔ ВИЛĔМСĔР

Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче пуç хунă паттăр писатель-журналист Иван Викторов çуралнăранпа кăçал авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче 120 çул çитрĕ. Çак кун Çĕрпÿ районĕн Хурамал Туçа ялĕн çăви çинче хисеплĕ çыравçа асăнса лартнă палăк патĕнче Кăнар шкулĕн ачисемпе вĕрентекенсем, культура керменĕпе библиотека ĕçченĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕ Геннадий Васильев, поэт тăванĕсем тата Хурамал ял халăхĕ пухăнчĕç. Вăрçă паттăрне…