Аслă Пухăва кирлĕ шайра ирттерсе ярасси- Президиум тивĕçĕ
2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш наци конгресĕн XVIII Мăн Канашĕнче конгресăн XI Аслă Пухăвне ирттересси çинчен йышăну туса хăварнăччĕ. Çак яваплăран та яваплă историллĕ пулăма хатĕрленес тапхăр мĕнле пыни çинчен авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ конгресс Президиумĕн ларăвĕнче сÿтсе яврĕç.Тĕп ыйтăва пăхса тухма пуçличчен Ĕç тăвакан комитет ертÿçи Анатолий Ильич Ухтияров ЧНК президентне Николай…