Аслă Пуху умĕнхи шухăшсем «Чăваш тĕнчи» хаçатра
Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче конгресăн «Чăваш тĕнчи» хаçачĕн çĕнĕ номерĕ пичетрен тухрĕ.Малтанхи страницăна йăлт çитес XI Аслă Пухăва халалланă. Николай Федорович Угаслов президент çак яваплă мероприяти умĕн хăй мĕн шухăшлани пирки, хатĕрленес тапхăр мĕнле пыни çинчен тĕплĕн уçса пынă.Хаçатра ЧНК юлашки тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем, палăртнă конкурссем çинче çырса панă. Регионсенчи хыпарсем те анлă вырăн йышăнаççĕ.…