«Кӗркуннен асамлă ҫеммисем» перфоманс чăвашлăх уявӗ пулса тăчӗ
Салам сана, сап-сарӑ тумлӑ, Пуян та ҫутӑ кӗркунне! Кучченеҫпе сӗтел халь тулӑх, Савӑнтарать пире парне. Ямаш сӑвӑҫ ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисемпе пуҫланчӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш поэзийӗн, юрри-кӗввин уявӗ. «Кӗркуннен асамлӑ ҫеммисем» перфоманса ылтӑн тумлӑ кӗркуннене халалласа республикӑри тӗп библиотека пĕтĕм Раççейри «Культурная суббота» акципе килӗшӳллӗн иртеттерчӗ. Савӑнӑҫлӑ уява илем кӳрекенсем – чӑваш ҫыравҫисем, Чăваш патшалăх…