Атăл леш енчи «Сувар» этнопаркра Ниме иртрĕ

«Аттила хĕçĕ», «Управçă», «Хыпар», «Вут амăш», «Пурнăç йывăççи», «Ăмăрткайăк ман анне», «Анне — Турă» ятлă «Чувашия» санатори çÿмĕнчи «Сувар» этнопаркри чăваш мифологийĕпе çыхăннă пурĕ 130 йывăç кÿлепе паянхи кун чăваш халăхĕн эткерлĕхĕн тĕлĕнмелле пуянлăхĕ. Вĕсем пирĕн халăхăн авалхи историне, кун — çулне, йăли-йĕркине ăнланма, пĕлме май параççĕ, хамăр несĕлсене, атте-аннене хисеплесе пуç тайма вĕрентеççĕ. Унсăр…

«Çамрăксен сасси» хастарĕсем чăвашлăха аталантарасси пирки калаçрĕҫ

Чăвашлăха мĕнле аталантармалла? «Хыпар» Издательство çуртĕнче йĕркеленнĕ «Çамрăксен сасси» пĕрлешĕвĕн тĕлпулăвĕнче сÿтсе явнă тĕп ыйтусенчен пĕри шăпах çакă пулчĕ. Паян çамрăк журналистсемпе блогерсем, чăвашлăхшăн тăрăшакан хастарсем черетлĕ хут «Хыпар» Издательство çуртĕнче пухăнчĕç. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа тăван халăх пуласлăхĕ пăшăрхантарать. Вĕсем чăвашлăха аталантарассипе çыхăннă сĕнÿсемпе Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем патне тухасшăн. Шăпах юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мăн Канашăн…