«Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» регионсен шайĕнчи конкурс çĕнтерÿçи паллă!

Пĕтĕм Тĕнчери Ял Хĕрарǎмĕсен Кунне халалласа Чăваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕ, Юлия Мареева ертсе пынипе юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ç.Мишши ячĕллĕ Чăваш çамрăксен театрĕнче кǎçалхипе виççĕмĕш хут регионсен шайĕнче «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурс ирттерчĕ.Каласа хăвармалла, конкурса хутшăнакансем пурте кăшăл вирус чирĕнчен сыхланма прививка тутарнă. Мероприяти те санитари йĕркисене пăхăнса иртрĕ, хутшăнакансемсĕр пуçне вĕсене…