Аслӑ Пуху туса ирттернӗ ӗҫсене тишкерчӗ, малашлӑха палӑртрӗ

Юпан 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Унӑн ӗҫне ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, регионсенчен килнӗ йӑхташӑмӑрсем, чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакан хастарсем хутшӑнчӗҫ. Кун йӗркинче — конгресӑн юлашки вӑхӑтри ӗҫ-хӗлне тишкерсе хак парасси, малашлӑх тӗллевӗсене палӑртасси. ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 29 ҫул хушшинче ЧНК чӑваш халӑхне пӗрлештерес, чӑваш чӗлхи, юрри…