Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн  пĕрремĕш президиум ларăвĕ иртнĕ.

Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн  пĕрремĕш президиум ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне  ЧНК президенчĕ В.Л.Клементьев йĕркелесе ертнĕ. Президиум пайташĕсем ЧНК Комитечĕсене йĕркеленĕ тата вĕсен ертÿçисене палăртрнă. «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществă организацийĕн Президиум ларăвĕ 12 комитет йышăннă: 1 Вĕренÿ комичечĕ 2 Культура комичечĕ 3 Çамрăксемпе ĕçлекен комитет 4  Раççей регионĕсенчи ЧНК уйрăмĕсемпе ĕçлекен комитет…

Светлана Асаматӑн ашшӗ пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ!

Чӑваш халӑх поэчӗн, ЧНК культура комитечӗн пайташӗн Светлана Васильевна Смирновӑн -Асаматӑн ашшӗ, вӑрҫӑпа тыл ветеранӗ Степанов Василий Степанович пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнипе эпир унӑн ҫемйипе, ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрле чӗререн, тарӑннӑн хурлананнине пӗлтеретпӗр. Василий Степановичӑн ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн асра ӗмӗр упранӗ!

Юратнӑ аннесем!

IMG_7262   Юратнӑ аннесем! Уяв ячӗпе сирӗ саламлатпӑр! Анне ӑшши Ҫул тӳпере мӗн нумай? Ҫутӑ ҫалтӑр – ҫав нумай. Ҫул тӳпере мӗн пӗрре? Сарӑ хӗвел – ҫав пӗрре. Ҫак ҫӗр ҫинче мӗн йышлӑ? Тӗрлӗ халӑх – ҫав йышлӑ. Ҫак ҫӗр ҫинче кам пӗрре? Тӑван анне – ҫав пӗрре. Хӗвел йӗрет хӑй ҫулне Хӗрхенмесӗр ӑшшине. Хӗвел…

Чăваш тĕрри кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Чăваш тĕрри – ĕмĕр сасси, Пулни, иртни те пуласси, Пин-пин çулсен тарăн йĕрри, Асаннесен паха тупри. Иванова В.М. Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕрри кунĕ. Çак уява халаланă савăнăçлă мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Чăваш наци конгресĕн президенче Клементьев В. Л., ертÿçисем Вязов П. Н. тата Тяпкин В. Г. хутшăнчĕç. Чӑваш тӗрри кунне…

Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уçакансем

Мӗнле пуян чӑваш тӗрри – унта пин-пин ҫулсен йӗрри. Ҫак йӗркесен авторӗ – чӑваш халӑх поэчӗ Ваҫлей Давыдов-Анатри. «Чӑваш тӗрри» сӑввинче вӑл тӑван халахӑн иксӗлми пуянлӑхне – тӗрӗ ÿнерне мухтаса, мӑнаҫланса шӑрҫалать. Пиншер ĕмĕр витĕр шăранса тухса, мӑн асаттесемпе асаннесен сăмахĕ тĕрленсе упранса пынă. Чӑнласах ҫапла: тӗрӗре – аннен ачаш юрри, тӑван ял-йыш, ака-суха сасси,…

Чӑваш наци конгресӗн активисчӗсене саламларӗҫ

Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑваш наци конгресӗн президиум пайташӗсем Краснов Михаил Николаевич —  вырӑнти йӗркелӳ комитечӗн председателӗ тата Федотов Василий Артемьевич — ЧНКра ваттисен канашӗн ертӳҫи Ҫӗмӗрле районенчи Якуркка ялӗнче иртекен уява хутшӑнчӗҫ. Кунта чӑваш тӗрри кунне тата Раҫҫей шайӗнче аннесене халаланӑ уява хутшӑнчӗҫ.  Обществӑлла ӗҫре палӑртнисене вӗсем Чӑваш наци конгресӗн хисеп хучӗсемпе, ҫырӑвӑсемпе наградӑларӗҫ. М.…

Чӑваш тӗрри музейӗнче Любовь Вазюкован куравӗ уҫӑлчӗ

  Паян, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш тӗрри музейӗнче чӑваш тӗрри ӑстин, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташӗн Любовь Вазюкован куравӗ уҫӑлчӗ.   «Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ йӗрӗ» курава ал ӑстин 65 ҫулне тата Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Любовь Вазюкова — профессиллӗ тӗрӗ ӑсти. Вӑл ҫак енӗпе 40 ҫул тӑрӑшать. Тӗрӗҫӗн ӗҫ биографийӗ «Паха тӗрӗ» фабрикӑран пуҫланнӑ. Вӑл…

Пирĕн пурлăх ĕмĕре

Çак ятпа иртрĕ Шупашкарти пĕрлештернĕ клуб тытăмне кĕрекен «Нарспи» клубри чăваш тĕррин кунне халалланă уяв каçĕ.Чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче çак клуба çÿрекен «Нарспи» халăх ансамблĕн тата «Сарпике» ташă ушкăнĕн пайташĕсем улах каçне пуçтарăнчĕç.Чăваш хĕрупраçĕ ĕлĕк-авалтан кĕрхи вăрăм каçсем пуçлансан улах ларнă. Унта тĕрĕ тĕрленĕ, ытти ал ĕçне тунă. Вĕсен каçне илемлетме каччăсем килнĕ. Хамăр халăхăн авалхи…