Чăваш наци конгресĕн президенчĕн салам сăмахĕ
Раççейре чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне паллă тăваççĕ. Чăваш наци конгресĕн ячĕпе Çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ вырăнĕнче пурăнакан ентешсемпе пĕрлех çак уявпа ытти халăх çыннисене те таса кăмăлтан саламлатăп! Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕн хăйĕн тĕшши, пĕлтерĕшĕ пур. Вăл пуш çĕрте «çуралман». Тĕрлĕ йывăр тĕрĕслев витĕр тухнă Раççейре пурăнакан вун-вун халăх çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса, пулăшса, тăнăçлăхра…