Хуракассинче хура куна асăнчĕç, асăну мемориалне уçрĕç

106 ача тата 4 вĕрентекен… Пурăннă пулсан 60 çул хушшинче вĕсен миçе кăна ача çуралмаллаччĕ, мăнукĕсене сăпкара сиктермеллеччĕ… Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинче çак хăрушă инкек пулнăранпа 60 çул çитрĕ пулин те, шутласа илсен халĕ те чун çÿçенет.1961 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Хуракасси шкулĕнче мĕн пулнине халĕ пĕлмен çын та çук пулĕ. Шкулти уяв концерчĕ вăхăтĕнче пушар…