Чăваш наци конгресĕн  президиумĕн çĕнĕ йышĕн ларăвĕ иртрĕ

  Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн  президиумĕн çĕнĕ йышĕ пĕрремĕш ларăва пуçтарăнчĕ. Унăн ĕçне  ЧНК президенчĕ В.Л.Клементьев йĕркелесе ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем, тĕпрен илсен, малашне ĕçлес çул-йĕрпе, малашлăх планĕсемпе çыхăннă. Президиум пайташĕсем ЧНК Комитечĕсене йĕркелерĕç, вĕсен ертÿçисене палăртрĕç.

Америкăри ентешсем малашлăх планĕсене палăртнă

Америкăри пĕрлешÿллĕ штатсенче пурăнакан чăваш ывăл-хĕрĕ те пĕр чăмăра пуçтарăннине – Америкăри чăвашсен ассоциацине йĕркеленине – халĕ пурте тенĕ пекех пĕлетпĕр. Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Америкăри ентешсем онлайн-тĕлпулу йĕркеленĕ. Унта АПШри тĕрлĕ штатра пурăнакан 15 çын хутшăннă. Ассоциаци президенчĕ Надежда Сандркина ертсе пынипе ентешсем иртнĕ икĕ çулти ĕçсене тишкернĕ, малашлăх планĕсене палăртнă. Онлайн-тĕлпулу пуçламăшĕнче Надежда Николаевна…

Любовь Вазюкова тĕрĕ ăсти хăйĕн ĕçне Чăваш наци конгресне парнеленĕ

Любовь Вазюкова ал ĕç ăстине пирĕн республикăра кăна мар, çĕршывĕпех пĕлеççĕ тесен те йăнăш мар. Хăйĕн ĕçĕсемпе вăл тăтăшах тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнать, çĕнтерет те. Çак кунсенче вăл  Чăваш наци конгресне хăй аллипе тĕрленĕ республика ялавне парнеленĕ. Сăмах май, чÿкĕн 26-мĕшĕнче Любовь Степановна Шупашкарти Тĕрĕ музейĕнче хăй ĕçĕен куравне йĕркелет, ентешсене унта пырса курма йыхравлать.