Чăваш тĕрри–эрешĕсем кĕнекесемпе электронлă кăларăмсенче

Чăваш тĕрри — тӑван халăхӑн сӗм авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли, унăн ăс-хакăл пуянлăхне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Аваллăха лайăхрах ăнланас тесен хамăр несĕлсен пурнăç тымарĕсене тĕпчемелле, упрама вĕренмелле. Сӑмах-юмах ламран лама куҫать, хут ҫине ҫырни ӗмӗр-ӗмӗр упранать. Ку енпе тĕпчев ĕçĕсем, кĕнекесем пичетлесе кăларни, документлă тата илемлӗ фильмсем ӳкерсе халӑх патне ҫитерни пысӑк пĕлтерĕшлĕ.  …