Пирĕн пурлăх ĕмĕре
Çак ятпа иртрĕ Шупашкарти пĕрлештернĕ клуб тытăмне кĕрекен «Нарспи» клубри чăваш тĕррин кунне халалланă уяв каçĕ.Чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче çак клуба çÿрекен «Нарспи» халăх ансамблĕн тата «Сарпике» ташă ушкăнĕн пайташĕсем улах каçне пуçтарăнчĕç.Чăваш хĕрупраçĕ ĕлĕк-авалтан кĕрхи вăрăм каçсем пуçлансан улах ларнă. Унта тĕрĕ тĕрленĕ, ытти ал ĕçне тунă. Вĕсен каçне илемлетме каччăсем килнĕ. Хамăр халăхăн авалхи…