Чăваш наци конгресĕн çамрăк хастарĕсем канашланă
Чÿк (ноябрь) уйăхĕн 9-мĕшĕнче ЧНК ертÿçисем конгресс çуртне хастар та пултаруллă чăваш яш-кĕрĕмне пуçтарчĕç. Тĕлпулăва ЧНК президенчĕ В.Л.Клементьев йĕркелесе пычĕ. Урамра ХХ ĕмĕр кĕрлеттерсе пынă вăхăтра тĕлĕрсе лармалла мар. Тăван халăха, тăван чĕлхене сыхласа-упраса хăварас тесессĕн аслă çулти ентешсемпе пĕрлех çамрăксен те хастартарах пулмалла, ĕçсене çĕнĕ меслетсемпе усă курса çĕнĕлле йĕркелемелле, грантсем илме проектсем…