Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен пиллӗкӗмӗш «Асам» кинофестивалĕ уҫӑлчӗ.
Паян, раштавӑн 1-мӗшӗнче Чӑвашкино залӗнче Пӗтӗм чӑвашсен пиллӗкӗмӗш «Асам» кинофестивалĕ уçăлчĕ. Мероприятие республикăри культурӑпа ӳнер паллă ĕçченĕсем хутшӑнчӗҫ. Чăваш наци когресĕн президенчĕ Валерий Клементьев та паллӑ пулӑмара пулчӗ. Кинофестивале йӗркелекенсем: Чӑваш республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗ, «Чӑвашкино» патшалӑх учрежденийӗ тата Чӑваш наци конгресӗ. Валерий Клементьев пухӑннисене саламланӑ май чӑваш фильмӗсемпе хамӑр республикӑра кӑна мар, Раҫҫей регионӗсенче те…