Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ Мария Александровна Горшкова пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ…

Мария Горшкова Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче 1960 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Мария мĕн пĕчĕкрен искусство тĕсĕсене пит ăнлансах кайман пулин те телевизорпаопера, балет, оперетта пăхма кăмăлланă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра юрă, ташă кружокĕсене çÿренĕ. Ялти шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк хĕр аслă аппăшĕсем ăс панипе Шупашкарти финанспа экономика техникумне çул тытнă. Шăпа ăна каярах…